Это интересно

  • ОКД
  • ЗКС
  • ИПО
  • КНПВ
  • Мондиоринг
  • Большой ринг
  • Французский ринг
  • Аджилити
  • Фризби

Опрос

Какой уровень дрессировки необходим Вашей собаке?
 

Полезные ссылки

РКФ

 

Все о дрессировке собак


Стрижка собак в Коломне

Поиск по сайту

Шкулта. Шкулта интернет журнал 2017


"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" конкурс итогĕсем тата сертификатсем

Ку конкурса тахçанах ирттерме ĕмĕтленнĕччĕ. Пĕр виç çул та çитет пулĕ. Чыслав вăхăчĕ те çитсе пырать ав икĕ уйăх ытла хĕрÿ пынă "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурсăн.

Пуçланă чухне халăх кун пек йышлă хутшăнасса шутламанччĕ. Нумайран пĕр 300 çын хутшăнсан аван пулмаллаччĕ текелесе шутланă. Ĕçĕсем ав паян куна та çаплах килеççĕ - конкурсĕ вĕçленчĕ пулин те. Хутшăнас текенсен хисепĕ тахçанах пинрен иртрĕ пулĕ. Анчах та пурне те йышăнма май килмерĕ. Сăлтавĕсем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет, мĕншĕн тесен пире конкурс ирттерекенсене çынсем пирĕн пирки ырă мар шухăшлани кÿрентерет.

Йышăнманнин чи пысăк, тăтăшах тĕл пулакан сăлтавĕ - ашшĕ-амăшĕ çырса памалли заявлени е пачах çукки, е ăна ячĕшĕн, алă пустармасăр ярса пани. Хальхи саманара ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр ачасене ÿкернĕ видеона сайта кăларса хума ниепле те май çук, çавăнпа та пире тĕрĕс ăнланма ыйтатпăр.

Иккĕмĕш пысăк сăлтавĕ - видеосем пурте çитменни тесе шутлатпăр. Мĕншĕн "шутлатпăр"? Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çырусенче заявкăри ачасен йышĕ видео йышĕпе танлаштарсан чылай ытларах. Е заявкине йăнăш çырнă пулинех? Ун пек çырусем хушшинче видеосăр килнĕ заявкăсем те пулчĕç. Вĕсене эпир çийĕнчен кун пирки пĕлтерме тăрăшрăмăр. Ку йăнăшсем "пĕлĕт" технологийĕсемпе ĕçлеме пĕлменнипе те çыхăннă ахăртнех хăшĕ-пĕрисен. Пĕр-икĕ хут видео вырăнне ярлыксем яни те пулчĕ.

Виççĕмĕш сăлтав - видео пахлăхĕ çав тери япăх пулни, ăна тÿрлетме пулманни. Сасăсăр видеосем та пулчĕç. Нумайăшĕн ку кодировкăпа çыхăннăччĕ, майлама май килнисене пурне те йĕркелерĕмĕр, анчах та темиçе ĕçе йĕркелеймерĕмĕр, тепĕр хут урăх кодировкăпа ярса пама ыйтса çырма тиврĕ.

Тата тепĕр айванла йăнăш - заявкăна эпир ыйтнă пек тултарманни. Тĕслĕхсем илсе панă. Мĕнле çырмалли уçăмлă та паллă. Анчах та пурте хăйне мĕнле меллĕ çавăн пек çырма тăрăшать. Заявка чи кирлĕ хутсенчен пĕри. Ун тăрăх эсир сертификат илетĕр. Енчен те заявкăра адреса вырăсла çырнă, сертификачĕ вара пĕтĕмпех чăвашла пулсан - мĕн япала пулса тухать!? Пăтă. Пĕр çĕрте вырăсла -тепĕр çĕрте чăвашла. Е пачах та хушас паллăсемпе урлă патаксем, ыйту паллисем карса илсен сирĕн сертификата - мĕн япала пулса тухать? Паллах, ытлашши тиркешмерĕмĕр ку хутĕнче, йышăнтăмăр. Анчах халь сертификат хатĕрленĕ чухне пухăннă базăна пĕтĕмпех чăвашлатма тивет - ăçта куçармалла (уйрăмах ял ячĕ вырăсла пĕр тĕрлĕ, чăвашла пачах урăхла чухне чĕр асап), ăçта леш "чăвашла" шрифт тени чăркăшланать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ чухне 1000-шер сертификат хатĕрлеме 2-3 минут кирлĕ пулсан, кунта 2-3 сехет муритленсе ларатăн. Малалла тархасшăн заявкăсене чипер тултарăр. Тата... "Сире уншăн тÿллеççĕ" тесе мăкăртатакансене калас килет - тăвансем, пире никам та пĕр пус та памасть, хамăртан кăна тухать. Пирĕн пĕртен пĕр ĕмĕт те чăваш чĕлхине упраса хăварасси, çавăншăн, пĕр çавăншăн кăна тăрăшатпăр.

Конкурсĕ питĕ вăраха тăсăлса кайрĕ ĕнтĕ. 800 ытла ĕç килчĕ. 13 çынтан тăракан жюри темиçе кун пуç йăтмасăр ĕçлерĕ. Вĕсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет хаклă вăхăчĕсене шеллемесĕр ачасен пултарулăхне пăхса ларса тивĕçлĕ хак панишĕн.

Конкурсра çĕнтернисене чыслассине акан 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче 11 сехетре пуçлатпăр. Кашни номинацирен 6 ача чыслава хутшăнать. Пĕр ачана ятарлă парне парăпăр

Енчен те сирĕн видео Шкул ТВ каналта тухнă, анчах сертификатсем хушшинче Сирĕн ят çук пулсан [email protected] электрон почтăна çыру çырăр.

Çыпăçтарнă файлсем:

 

Комментарисем:

► Валентина (2016-04-23 13:38:08):Çĕрпÿ районĕ!!!!!

► Валя (2016-04-23 13:57:48):Тавах, ку конкурса йеркелесе ирттерекенсене, тавах, хаклакансене. Пысак ес турар эсир. Маттур! Анланман сынсен самахне итлесе ан куренер, ку тем мар. Эсир аван ес таватар. Тавах!

► Валя (2016-04-23 14:17:35):ытти номинацисенче хутшанакансен сертификачесене аста курма пулать-ши? эпир мала тухайман, анчах ку конкурсшан йеркелусесен тав самахе калас килет)

► Ольга Осипова (2016-04-23 16:28:45):Конкрс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкрсне. Пысăк тав.

► Конкрс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкрсне. Пыс (2016-04-23 16:30:51):Конкурс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ сем те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкурсне. Пысăк тав

► Ольга (2016-04-27 08:06:26):Тавах конкурс йеркелекенсене. Эпир те, хула шкуленче чаваш челхи веренекенсем, хаваспах ку конкурса хутшантамар. Ман енчен сакан пек сену пур. Ессене хаклана чухне ялта чавашла каласса усекен ачасене хайсене пер номинаципе, хулара чаваш челхине ют челхе пек веренекенсене хайне уйрам номинаципе хакласан тересрех пулас пек тунанать. Тавах тепер хут.

► Любовь (2016-04-27 10:27:55):Видео ÿкерекенсене сертификатсем пулаççĕ и? Пирĕн ача сачĕнчен 17 ача хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкар 47 -мĕш ача сачĕ. Кĕтетпĕр тимлĕ. Тата руководительсене те тав хучĕ панă пулсан лайăх пулатчĕ.

► Маргарита (2016-04-27 16:09:48):Питĕ лайăх конкурс, тавах !

► степанида.житова (2016-04-29 18:58:09):питĕ чаплă та пĕлтерĕшлĕ уяв

► Эльвира (2016-05-04 18:13:11):Видео ÿкерекеннине те сертификат парсан лайăх пулĕччĕ

► Николаева Марина Венальевна (2017-01-20 14:56:40):Видео ÿкерекеннине те сертификат парсан лайăх пулĕччĕ конкурс "Эпе печекще чаваш" хуракассинчи ача саче конкурса хутшанакан херача Кузнецова Анастасия Владиславовна

www.shkul.su

„Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ пуçланать

Нарăсăн 15-шĕнĕче „Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ пуçланать. Аяларах эпир сире унăн положенийĕпе паллаштаратпăр.

 

Тĕллевĕ

 

Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

 

Кам хутшăнать?

 

Конкурса шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс тÿллевсĕр иртет.

 

 

Кам ирттерет?

 

Конкурса Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ , Чăваш халăх сайчĕ ирттерет. Конкурса ярса панă материалсене Шкул ТВ интернет- телеканалта тата Чăваш халăх сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Конкурс итогĕсемпе "Шкулта" интернет журналта, Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче паллашма пулĕ, çавăн пекех çав сайтсенчех хутшăнакансен электрон сертификачĕсене уçласа илме май килĕ.

 

Номинацисем

 

„Пукан çинче” - шкулчченхи кĕçĕн ÿсĕмри ачасем ( 4,5 çултан кĕçĕннисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.

„Шĕвĕркке” – шкулчченхи аслă ÿсĕмри арçын ачасем (4,5 çултан пуçласа шкул çулне çитменнисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.

„Пукане” – шкулчченхи аслă ÿсĕмри хĕрачасем (4,5 çултан пуçласа шкул çулне çитменнисем) хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.

„Шăпăрлан” – пуçламăш класа çÿрекен арçын ачасем хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.

„Чиперук” – пуçламăш класа çÿрекен хĕрачасем хушшинче сăвă каласа паракансене ÿкернĕ видео.

„Сăпка умĕнче” – аслисем(кирек кам та) пĕчĕк пепкесем валли юрăсем юрланине, ансат сăвăсем е юмах каласа панине ÿкернĕ видео.

„Чи лайăх видео” – чи лайăх ÿкернĕ видеосем хушшинче.

 

Мĕн вуламалла?

 

Шкул çулне çитмен тата пуçламăш шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли чăваш писателĕсем çырнă е ача-пăча сăмахлăхĕнчен илнĕ сăвăсене пăхмасăр каласа е вуласа панине видеокамера çине ÿкермелле. Ача-пăча сăввисене шкул е ял библиотекисенче çеç мар интернетра та тупма пулать:

1. Электронлă вулавăшри „Ачасем валли” пайра — http://www.chuvash.org/lib.

2. Чăваш Республикин ача-пăча библиотекин сайтĕнче — http://www.chuvrdub.ru/base/base.html.

 

 

Мĕнле ÿкермелле?

 

Сăвă вуласа паракансене кирек мĕнле видеоаппаратурăпа ÿкерме юрать, вăл шутра телефонпа, смартфонпа тата планшетпа е вебкамерăпа. Видеофайла упрамалли тата конкурса ярса памалли форматсене хăвăр суйласа илме пултаратăр, анчах та avi, mpeg4, wav форматсенче пулсан аванрах. Енчен те эсир пĕр форматран теприн çине куçарма пĕлместĕр пулсан ÿкернĕ видеофайла çаплипех ярса пама пулать.

 

Ăçта ярса памалла?

 

Конкурс материалĕсене – видеофайла, заявкăна, заявление – [email protected] электрон адреспа ярса памалла. Заявкăпа заявлени мĕнле çырмаллине положени вĕçĕнче тупма пулать. Енчен те видеофайла, пысăк пирки, электрон почтăпа ярса пама май килмест пулсан ăна ЯндексДиск, Облако Mail йышши управ сервисĕсене кăларса хурăр, файл каççине конкурса [email protected] электрон адреспах ярса парăр.

 

Камсем тата мĕнле хаклаççĕ?

 

Конкурса ярса панă ĕçсене ятарласа йĕркеленĕ жюри членĕсем пăхса тухаççĕ. Видеофайлсене вĕсен пахалăхне, ÿкерме пĕлнине, конкурса хутшăнакансем сăвва чăвашла тĕрĕс те таса калама, хăйсене камера умĕнче тытма пĕлнине кура хаклаççĕ. Хутшăнакансем пĕтĕмлетÿпе килĕшменнине, хирĕçленине йышăнмаççĕ, пăхса тухаççĕ.

 

Конкурс тăсăмĕ тата чыславĕ

 

Конкурс нарăсăн15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Конкурс ĕçĕсене ака уйăхĕ 15-мĕшĕчен хаклаççĕ. Чăваш чĕлхин кунне уявланă чухне çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Хутшăнакансене пурне те конкурса хутшăннине ĕнентерекен электрон сертификат параççĕ.

 

Автор прави пирки

 

Конкурса ярса паракан материалсенче ытти авторсен прависене пăсакан материалсем е вĕсен фрагменчĕсем пулмалла мар. Кам ÿкернине, вулакан хайлав камăн, вулаканĕ кам пулнине кăтартман видеона конкурса йышăнмаççĕ. Пĕтĕм информацие заявкăра кăтартмалла (формине положени вĕçĕнче панă). Пĕр хайлавран ытларах ÿкернĕ пулсан видеосем те çав хисеп чухлĕ пулмалла, заявкăра вĕсен уйрăмлăхне цифрăсемпе палăртмалла (Тĕслĕхе пăхăр). Видеофайл конкурса хутшăнни эсир ярса панă видеопа Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ туллин тата пур енлĕн усă курма ирĕк илнине пĕлтерет.

Çыпăçтарнă файлсем:

 

Комментарисем:

► Ирина (2016-04-08 09:55:36):сăвă

► Валя (2016-04-10 15:29:04):Салам пурне те. Видеосене паян ярас пулсан, 10-мешенче, йышанассе-ши? Е кая юлна-и?

► Маргарита (2016-04-12 20:22:17):Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене ăçта тата хăçан пĕлме пулать?

► степанида.житова (2016-04-17 19:53:37):аста курма пулать видиосене менпурне

► Галина (2016-04-18 09:24:53):Ырă кун! Конкурса пĕтĕмлетмен -и? Ăçта вуласа пĕлме пулать?

► алина (2016-04-18 22:02:04):Çÿлрех асăннă ыйтусен хуравĕсем нумайăшне кăсăклантараççĕ, çав шутра мана та. Конкурса янă видеоролике шкул ачисем те, ашшĕ-амăш те кĕтет, анчах курмарăмăр. Мĕншĕн-ши? Тав.

► Марина (2016-04-20 11:07:53):Ырă кун! Конкурс пĕтĕмлетĕвне тупаймастпăр

► алина тепёр хут! (2016-04-20 21:41:46):Ĕçе вăхăтра ярса параймасан йышăнмаççĕ--пире кĕттереççĕ...

► эльвира (2016-04-22 13:09:28):видеоконкурса тупаймастăп.

► юрий (2016-04-22 13:13:26):видеоконкурса янă роликсене ăçта пăхма пулать? Мĕнле тупмалла?

► Евгений (2016-04-22 13:16:49):Юля Федорова конкурсанта мĕнле пăхма пулать?

► Валя (2016-04-22 23:44:03):https://www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BJcc4b4o 36w58xBqDF0jG0o видеосене саканта курма пулать, салам пурне те.

► Валя (2016-04-22 23:45:19):Касарар, сак ссылккапа керсе пахма пулать видеосене. https://www.youtube.com/user/civmih3

► Любовь (2017-02-24 00:06:54):Конкурс хăçан пуçланассине ниçта та тупаймарăм. КУ МИÇЕМĔШ ÇУЛХИ ПОЛОЖЕНИ ВАРА?????!!!!!

► Маргарита (2017-05-17 22:51:13):астан „Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕн сертификачесене тупма пулать-ши?! 2017 -меш сулхисене!

www.shkul.su

Уçă уроксен фестивалĕ

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Муркаш районĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 6-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Хăнасене 2-мĕш класс ачисем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван халăх кĕвви-юррине ăша хывма тăрăшать. Юрă-ташă илемлĕхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулăшать.

Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрĕ. Вăл конкурса хутшăнакансене ăнăҫу сунчĕ. Хăнасен умĕнче Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрĕ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертÿҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлĕх ертÿҫи ертсе пынипе 4-мĕш класс ачисем ҫăварни йăли-йĕркине кăтартрĕҫ. Тури чăвашсен калаҫăвĕ, ҫăварни вăййисем пурне те кăмăла кайрĕ.

Фестивале хаваслă лару-тăрура уҫнă хыҫҫăн хĕрÿ самант пуҫланчĕ. Конкурса хутшăнакан вунă вĕрентекен те урока питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мĕш класра «Предложенин тĕп тата кĕҫĕн членĕсем» темăпа урок пачĕ. Мăн Хураҫкари Михайлова Валентина Львовна «Глагол ен» ҫĕршывĕпе 7 класс ачисене паллаштарчĕ. Тойкилтĕри Петрова Алина Евтихеевна 6-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле «Япала ячĕ» урокра «Ҫарăк» юмахри сăнарсене аҫтаха аллинчен ҫăлчĕ. Оринин шкулĕнче ĕҫлекен Блинова Наталия Семеновна 5-мĕш класпа «Сасăсемпе сас паллисен ҫĕр-шывĕнче» пулса курчĕ. Нискасси шкулĕнче ĕҫлекен Осипова Надежда Ивановна 9-мĕш класс ачисене «Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем» ҫинчен ăнлантарчĕ. Шурча шкулĕнчи Тюрина Нина Михайловна 7-мĕш класпа «Шутла, тавҫăр, хуравла!» темăпа "Глагол" пая пĕтĕмлетрĕ. Ильинкăри Семенова Людмила Васильевна 9-мĕш класпа Рабфак хĕрĕ» новелла тăрăх «Чыс, тивĕҫ, юрату» темăна сÿтсе яврĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕҫлекен Портнова Эльвира Владимировна 7-мĕш класс ачисене Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине ҫур сехетре пăхмасăр вĕренме май пуррине кăтартса пачĕ. Ярапай шкулĕнчи Дмитриева Алевтина Геннадьевна 6-мĕш класра «Аҫу аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ» темăпа тĕрлĕ халăх культурин ҫыхăнăвне кăтартрĕ. Ҫатра шкулĕнчи Никитина Людмила Валериановна «Килĕшÿ — кил илемĕ» темăпа Г.Н.Волковăн «Ӑслă ача» калавне тата Л.Н.Толстойăн «Старый дед и внучек» юптарăвне 5 класс ачисемпе тишкерчĕ. Уроксем вĕҫленнĕ хыҫҫăн мастер-классем иртрĕҫ. Чи малтан Ҫĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Петрова Татьяна Николаевна «Чăнлăх мĕн парать?» темăпа Митта Ваҫлейĕ тата Александр Солженицын пултарулăхĕ тăрăх тĕрлĕ халăх культурин ҫыхăнăвне урокра мĕнле йĕркелемеллине кăтартса пачĕ. Красноармейский районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Тихонова Людмила Анатольевна ирттернĕ «Критикăлла шухăшлава аталантармалли технологийĕн мелĕсем» мастер-класс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Муркаш районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи Раевская Ирина Валентиновна ачасен пултарулăхне аталантармалли мелсемпе меслетсем пирки ҫенĕрен аса илтерчĕ.

Жюри членĕсене уроксене хаклама йывăр пулчĕ. Тихонова Людмила Анатольевна Муркаш район вĕрентекенĕсем уроксене хăйне евĕр ирттернине, тухăҫлă мелсемпе меслетсемпе усă курнине палăртрĕ. Етĕрне районĕнчен килнĕ Тобоева Светлана Ивановна тата Николаева Валентина Поликарповна Муркаш район вĕрентекенĕсенчен вĕренмелли нумай тесе каларĕҫ, малалла та туслă ĕҫлеме шантарчĕҫ.

«Чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕ» чăваш чĕлхи урокĕсен конкурсĕн ҫĕнтерÿҫи Петрова Алина Евтихеевна пулчĕ. «Тăван сăмахлăх пуянлăхĕ» - чăваш литература урокĕсен конкурсĕн ҫĕнтерÿҫи - Дмитриева Алевтина Геннадьевна. Фестивале хутшăннă вĕрентекенсене Ершова Ирина Александровна свидетельствăсем парса хавхавлантарчĕ. Уява пĕтĕмлетсе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Колбасова Маргарита Ильинична ертсе пынипе 7-класс ачисем «Кĕр сăри» йăлине кăтартрĕҫ.

Фестиваль конкурс ăнăҫлă иртрĕ. Курма килнисем те, конкурса хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕҫ. Кун пек ăмăртусем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕҫ. Ҫитес вăхăтра уҫă уроксен фестивальне тăратнă материалсем «Шкулта» интернет журналта пичетленеççĕ. Апла пулсан уроксен пахалăхне эсир те, туссем, хаклама пултаратăр.

 

www.shkul.su


Смотрите также

KDC-Toru | Все права защищены © 2018 | Карта сайта