Шкулта. Журнал шкулта 2017
Журнала мĕнле çырмалла?
Журнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах пуçарасшăн ку пайра.
Пуш сăмах вакламасăр тÿрех ĕçе пуçăнам. Чи малтан, материалсем çинчен. Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. Презентацисем, видео-аудиоматериалсем пирĕн журналшăн чухах пулаççĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне 'чăвашла' сас паллисемпе кăна усă курмалла мар. Юникод кодировкине кĕрекеннисемпе усă курса çырнисем валли журналта яланах çул уçă пулĕ. "Чăвашла" сас паллисемпе ăсталанисене, паллах, йышăнатпăр. Анчах та, пĕрремĕш, вĕсен пахалăхĕ ыттисенчен чылай лайăх пулмалла, иккĕмĕш - редакторăн ăна тÿрлетсе ларма вăхăчĕ çитсе пымалла.
Çыруллă материалсене 12 кегельпе, 1 интервалпа çырăр, хăвăрăн - авторăн - сăн ÿкерчĕне ярса парăр, унсăрăн статья чĕрĕ мар пулать. Унсăр пуçне статьяпа пĕрле заявлени пулмалла. Хатĕр материалсене civhim2@narod.ru электрон почтăна ярăр.
Çак электрон почтăпах интернет олимпиадăсем ирттерес, социаллă проектсем йĕркелес ыйтусемпе тухма пултаратăр. Лайăх та малашлăхлă проектсене эпир пурнăçа кĕртме пулăшăпăр.
Комментарисем:
► admin63 (2012-04-23 00:07:25):Ун пек ĕç тупаймарăм. Тархасшăн тепре ярса парăр. Çитеймен пулмалла.► Шан (2012-04-27 08:56:37):Шан
► Алевтина (2012-05-10 09:31:04):Журналăн çĕнĕ номерĕ хăçан тухать?
► admin63 (2012-05-10 20:14:20):"Çамрăк чĕлхеçĕ" интернет олимпиада ирттерсе ярсан. Çĕнĕ номере хатĕрлеме вăхăт çитменни чăрмантарать.
► Roza (2012-06-19 14:21:34):"Çамрăк чĕлхеçĕ" интернет олимпиадăн сертификачĕсене илме пĕлеймерĕм, пулăшăр-ха тархасшăн. Тата эпĕ сирĕн пата «Килти выльăх- чĕрлĕх. Лаша» темăпа çырса янă урок планĕ çитес номерте тухать-ши? Тавтапуç
► admin63 (2012-06-24 21:48:16):Сертификатсене классем тăрăх вырнаçтарнă Инçет вĕрентĕвĕн сайтĕнче. Уçласа илес пулать. Кайран хăвăра кирлине пичетлеме пултаратăр. Материал пирки нимĕн те калама пултараймастăп. Çитес вăхăтра журнал калăплама пуçлатăп - вара паллă пулать. Кăçал вăхăтран ытла та хĕсĕк пулса тухрĕ - нимĕн туса та ĕлкĕрейместĕп: шкул тăррине виттерме пуçланă, икĕ çĕрте вĕренетĕп, шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлемелле, килти ĕçĕсем те пуç тÿпине çитиех. Анчах та журналăн çитес номерне çак уйăрах кăларас шутлă пурнатăп. Вулакансенчен пуринчен те каçару ыйтатăп ытла нумай кĕттернĕшĕн.
► Людмила (2013-01-28 14:16:40):Ырă кун пултăр! Журналти материалсемпе паллашнă хыççăн ĕçтешсене кăшт та пулин усă кÿрĕп-и тесе материала журнала тăратса пăхас терĕм. Йышăнма май пулсан аванччĕ те. Çĕлен çулĕнче те журнал тухать пулĕ.
► admin63 (2013-01-30 01:41:47):Хатĕр материалсене civhim2@narod.ru электрон почтăна ярăр. Фотоÿкерчĕкпе заявление хума ан манăр.
► Полина (2013-11-09 22:12:04):Ырă кун! Ăнланаймарăм. Чăвашла çырнă материалсене хăш чăваш шрифтчĕпе ярса памалла. Вĕсем нумай вĕт.
► admin63 (2013-11-10 20:37:53):"Чăвашла" шрифтсем чăнах та нумай. Чăвашла сас паллийĕсем те вĕсене тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Ку пĕр çитменлĕхĕ кăна. Чи пысăк çитменлĕхĕ "чăвашла" шрифтсене вĕсемпе интернетра усă курма çукки. Çавăнпа та пĕтĕм тĕнчипе йышăннă кодсемпе усă курмалла. Унта чăвашла сас паллисене ятарлă кодсемпе паллă тунă, вĕсемпе усă курса чăвашла çырнине тĕнчен кирек хăш кĕтессинче те чăвашлах вулама пулать. Çавăнпа компьютер ăстисем ятарлă сарăмсем çырнă ыттисем валли. Çав сарăмпа усă курса çырнă текстсем пур çĕрте те тĕрĕс вуланаççĕ. "Чăвашла" шрифтпа çырнисене çав шрифт пуррисем çеç вулаяççĕ. Чăвашла сарăма интернетра ирĕклĕнех тÿллевсĕр уçласа илме пулать.
► Евгений (2013-11-14 19:00:44):Журнала "Пăлхар" шрифчĕпе çырсан йышăнатăр-и? Шкулта усă курма юрăхлă материалсенчен чылайăшне пăлхар шрифчĕпе хатĕрленĕ.
► admin63 (2013-11-15 23:27:32):Çырăр. Чи лайăх вариант - пăлхар сарăмĕпе усă курса чăвашла çырни.
► Cерафима (2014-10-27 21:00:46):Пăлхар сарăмĕпе усă курса çырмалли шрифта мĕнле майпа интернетран илме пулать?
► admin63 (2014-11-05 22:04:51):http://comissi.chv.su/ru/node/20 çакăнта - чĕлхе комссийĕн сайтĕнче пур темиçе тĕрли те.
► Светлана (2016-02-29 15:17:06):Ырă кун пултăр! Сирĕн журналта пичетлеме материал ярса парас тетĕп. Материалĕ пичетленсе тухиччен нумай вăхăт иртет пуль. Сертификатне тÿрех илме пулать-ши?
► Ирина (2016-04-08 10:03:14):ырă кун пултăр! "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" сăвă вулакансен конкурсне сăвă ярса патам. Сăввине тупмалли адрес zhbrzyf20032007@yandex.ru
► Ольга (2016-04-13 06:14:26):(шрифты TimesEC (True Type) , Times New Roman Chuv)- Ҁак шрифтсем мẽнле? Рецензи уйрăм ҁынсене тутармалла-и е хамăр шкулти чăваш чẽлхи вẽрентекенẽсене тутарма та юрать-и?
► Елена (2016-09-15 11:23:18):Эпĕ "Япала ячĕ"(6класс)темăпа урок конспекчĕ ярса панăччĕ.Сирĕн пата çитнĕ-ши?Аттестаци тухма сертификат кирлĕччĕ.
► Елена (2017-02-09 19:57:15):Салам! Статьяна кăларас тесен мĕн тумалла?
► Полина (2018-03-04 21:33:15): Ырă вăхăт пултăр! Февраль уйăхĕнче " Чее тилĕ" юмах тăрăх пуçламăш классем валли йĕркеленĕ "Асанне арчинчи тупра" уяв сценарине янăччĕ. Материал сирĕн пата çитнĕ- ши, хăш номерсенче тухма пултарать - ши?
www.shkul.su
28-мĕш кăларăм

28-мĕш кăларăм:

1(28)№, 2018,нарăс,23
Нарăс уйăхĕн 15 -мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018" видеоконкурс ирттерет. Конкурса йĕркелес, ăна пур енлĕн пулăшса пырас ĕçе çавăн пекех Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш ен наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш наци библиотеки, Атнер Хусанкай ăсчах, Николай Ишентей сăвăç хутшăнаççĕ. [...] |
■ Журнала çырассиЖурнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах каласшăн тепĕр хут Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. [...] |
Педагогика ыйтăвĕсем
Методика
■ Россия в современной мировой экономике![]() |
Чăваш чĕлхи
■ 1 класс .Чăваш букварĕ.![]() |
Ача панчинче
■ Уçăлма тухнă шăши çурисем![]() |
Аваллăх
■ Даниил аттен ырă кăмăллăхĕ тата хастарлăхĕ![]() |
Сценарисем
■ Чăваш Улăпĕ![]() |
Класс тулашĕнчи ĕç
■ „Наци ылтăнĕ” ăс-тăн вăййи![]() |
www.shkul.su
16-мĕш кăларăм

16-мĕш кăларăм:

1(16)№, 2015,çурла,04
■ Журнала çырассиЖурнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах каласшăн тепĕр хут Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. [...] |
Методика
■ Рекомендации по созданию методической продукции![]() |
Чăваш чĕлхи
■ Фонетика тата графика çĕршывĕнче![]() |
■ Евӗрлев сӑмахӗсем![]() |
Чăваш литератури
■ Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ![]() |
■ Чăваш литературинчи çутăран та çутă çăлтăрсем![]() |
Воспитани ыйтăвĕсем
■ Духовно-нравственное просвещение родителей обучающихся![]() |
Ача панчинче
■ Ялан янратăр ача сасси![]() |
Сценарисем
■ Анне кунĕ![]() |
■ «Юлашки шăнкăрав » сценари![]() |
www.shkul.su
Смотрите также
- Журнал мировой ченнелинг
- Журналы по эндоскопии
- Журнал структурная химия
- Журнал огонек фото
- Журнал очистки вентиляции
- Журнал новая библиотека
- Серый журнал черновик
- Журнал верена кардиганы
- Журнал детская неврология
- Детская неврология журнал
- Философия вак журналы